Содержание
-
Емелькинăри вăтам пĕлÿ паракан шкулăн чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекен Яковлева А.П. 5- мĕш класра ирттернĕ уçă урокăн презентацийĕ
-
Аса илетпĕр
1.Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли? 2.Ъ тата ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ. 3.Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ. 4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ. 5.«Çунат» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ. 6.Чĕлхери мĕнпур сăмахсен йышне лексика теççĕ.
-
ТАНЛАШТАРĂР
Тимĕр пăта Тимĕр шапа
-
Урок теми:
Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем
-
Сăнатпăр
куç харши чÿрече харши
-
йывăçсем пасарнă асаттен çÿçĕ пасарнă
-
Вулатпăр
Пĕррехинче Мишша пичче мана: - Лар кăмпа айне, - терĕ, - эпĕ лавккана кĕрсе тухам. Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ: -Ав çав сулхăна. Тĕрĕс мĕн, чăн-чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ÿсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă. (В.Элпи) Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тÿрех ăнланса илеймен? «Кăмпа»сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпекаланă?
-
Астуса юлǎр!
Япаласен хушшинче мĕн енчен те пулин çыхăннă пĕрпеклĕх пур чухне тĕп япала палли тепĕр япала çине куçнă сăмахсене куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ.
-
Чăваш чĕлхи
Чăваш чĕлхи- Эс ылтăн- кĕмĕлтен те хаклăрах, Хĕрÿ те хÿхĕм хĕвелпе танах, Чуна пырса тивет кашни сăмах…. Юрий Сементер
-
Тĕрĕслетпĕр!
Тÿрĕ Куçăмлă пĕлтерĕшлисем пĕлтерĕшлисем Ылтăн çĕрĕ Ылтăн пулă Ылтăн сехет Ылтăн çын Ылтăн сăнчăр Ылтăн алă Ылтăн уçă Ылтăн тулă Ылтăн кубок Ылтăн анне Ылтăн пуç Ылтăн кĕркунне
-
.
-
Тĕрĕслетпĕр!
хуçалăха çĕкле, ыйхă вĕçрĕ, çынна сивĕт, ăша çунтар, йывăр хуйхă, вĕри чĕре, хаклă юлташ, хура кун Хаклав виçисем: йăнăшсем çук пулсан «5» паллă, 1-2-йăнăш –«4» паллă, 3-4 йăнăш –«3» паллă.
-
Пĕтĕмлетÿ:
Мана урокра ________________________ килĕшрĕ. Урокра__________________________кǎсǎклǎ пулчĕ. Паян урокра эпĕ çĕнни ______________пĕлтĕм. Эпĕ ______________________ ас туса юлтǎм. Урокра мана_____________________ тĕлĕнтерчĕ. Ман шутпа, чи кирли___________________ пулчĕ. Эпĕ малашне_______________________усă курăп.
-
Киле ӗç:360-мӗш хǎнǎхтару, 38§ с.142.
-
Ĕçе хакласси
а) Эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна каласа пама пултаратăп- «5»-паллă ă) Эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна каласа пама пултараймастăп- «4»-паллă б) вĕреннĕ темăна тепĕр хутчен пăхса тухмалла «3»- паллă
Нет комментариев для данной презентации
Помогите другим пользователям — будьте первым, кто поделится своим мнением об этой презентации.